Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юратсан чӗре кунӗн-ҫӗрӗн юрлать

Ольга Кондратьева ҫамрӑк юрӑҫа пӗлӗшӗсемпе тантӑшӗсем лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлассишӗн тӗрлӗ чӑрмава, йывӑрлӑха ҫӗнтерсе малаллах талпӑннишӗн хисеплеҫҫӗ. Ахальтен мар "Ниме пӑхмасӑр — малаллах" девизпа ӗҫлесе пурӑнать вӑл. Итлекенсемпе куракансем вара чуна пырса тивекен ҫепӗҫ юррисемшӗн кӑмӑллаҫҫӗ. Ольга сцена валли ҫуралнӑ тесе ҫирӗплетсех калама пулать. Ҫакна валли мӗн кирли пӗтӗмпех пур унӑн: Турӑ панӑ пултарулӑхӗ, музыка пӗлӗвӗ, яштака кӗлеткипе илемлӗ сӑн-пичӗ, килӗшӳллӗ тум суйлама тата ташлама пӗлни... Чи пахи вара — Ольга "ҫӑлтӑр чирӗпе" аптраманни. Тата хӑй мӗн пӗлнине ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентме тӑрӑшни. О.Кондратьева виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче эстрада уйрӑмӗнче преподавательте ӗҫлет, ачасене юрлама хӑнӑхтарать.
Маттур юрӑҫа паян хамӑрӑн тӗпеле чӗнтӗмӗр. Чи малтан Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ уншӑн мӗнпе асра юлнипе кӑсӑклантӑмӑр.

— Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗнче хамӑн пӗрремӗш клипа ӳкерме май килчӗ. "Ылтӑн туй" ятлӑскере кукаҫипе кукамая халалларӑм. Вӗсем пӗрлешни пӗлтӗр 50 ҫул ҫитрӗ. Ятарласа ҫак кун тӗлне яла кайса клип ӳкертӗмӗр. Ҫывӑх ҫыннӑмсене саламлас тӗллевпе Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑшра концерт кӑтартрӑм. Унсӑр пуҫне 2009 ҫулта ҫӗнӗ юрӑсем ҫыртартӑм. Концертпа тӗрлӗ районта пулма тӳр килчӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин тата Вӑрнар районӗн пуҫлӑхӗсем Вениамин Артемьевпа Анатолий Кузьмин мана пултарулӑхри ҫитӗнӳсемшӗн, вырӑнти халӑха ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарнӑшӑн Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ. Пӗлтӗр Чӗмпӗр облаҫӗнче тата Тутарстанра концертсем кӑтартрӑмӑр. Аякри тӑванӑмӑрсем питӗ хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Вӗсем чӑваш юрришӗн тунсӑхланӑран килет-тӗр ҫакӑ. Ытти регионри чӑвашсемпе курнӑҫсан вӑй-хал хушӑннине туятӑп. Ҫавӑнпа аякка хаваспах тухса ҫӳретӗп.
Музыка шкулӗнчи хам вӗрентекен ачасем пултаруллӑ пулнишӗн хӗпӗртетӗп. Пӗр хӗрача, Варвара ятлӑскер, хӑйне чӑн-чӑн артистка пекех тыткалать. Тӗрлӗ концерта, мероприятие чӗнеҫҫӗ ӑна. Чӑваш юррисене те унпа вӗренетпӗр. Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ мар, хӑйсем вырӑс пулин те.
— Эсӗ хӑв та хулара ҫуралса ӳснӗ, халӗ те унтах пурӑнатӑн пулин те чӑвашлах калаҫатӑн тата юрлатӑн. Хальхи ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ, шел те, хӑйсем ялтан тухнине пытарасшӑн, ҫавна май вырӑсла перкелешет...
— Тӑван чӗлхерен мӗншӗн вӑтанмалла-ха? Эпӗ чӑваш хӗрӗ-ҫке. Пирӗн юрӑсем мӗн тери хитре! Ҫавӑнпа вӗсене питӗ юрататӑп. Пирӗн, Чӑваш Енре пурӑнакансен, халӑхӑмӑрӑн ятне ҫӳле ҫӗклеме, унӑн йӑли-йӗркине упрама, малалла аталантарма тӑрӑшмалла.
— Мӗнле юрӑсем килӗшеҫҫӗ сана?
— Лирика. Вӑл чуна пырса тивет. Юррӑмсенчен нумайӑшӗ хамӑн пурнӑҫпа кӑштах та пулин ҫыхӑннӑ. Ал айне мӗн лекнӗ — ҫавна шӑрантарас килмест. Ҫавна пулах авторсем ҫӗнӗ юрӑ сӗнсен малтан сӑввипе, кӗввипе лайӑх паллашатӑп. Вӗсенчен хӑшӗ ман характера, сӑнара аса илтерет — ҫавна ҫеҫ суйлатӑп. Ӑна вара чӗререн юрлатӑп, ун пекки ҫынсене те килӗшет.
— Виҫӗ ҫул каялла "Сан ятупах чӗреҫӗм юрлӗ" альбом кӑлартӑн. Итлекенсене тепӗр ҫӗнӗ ӗҫпе хӑҫан савӑнтарасшӑн?
— Маншӑн тӗп вырӑнта — юрӑ шучӗ мар, пахалӑхӗ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ ҫине-ҫинех ҫыртарсан халӑх астуса юлаймасса пултарать. Виҫӗ ҫул хушшинче ҫынсем малтанхи хайлавсене лайӑх пӗлсе ҫитрӗҫ пуль тетӗп. Ҫавӑнпа кӑҫал ҫӗнӗ альбом кӑларма хатӗрленетӗп.
— Кам пулӑшса, хавхалантарса пырать?
— Аттепе анне, кукаҫипе кукамай. Мана кун ҫути кӑтартнӑ ҫыннӑм концертсене час-часах ҫӳрет, эпӗ мӗнле юрланине, сцена ҫинче хама епле тытнине хак парать. Кирлӗ чухне сӗнӳ-канашпа пулӑшать. Концертра мӗнле кӗпе тӑхӑнмаллине хушӑран унпа сӳтсе яватӑп. Сӑмах май, аттепе анне те, асаннепе кукамай та питӗ хитре юрлаҫҫӗ. Кукаҫи вара чаплӑ баянист. Ӑна халӗ те тӗрлӗ уява илем кӳме чӗнеҫҫӗ.
— Пушӑ вӑхӑтра мӑн тума юрататӑн?
— Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан тантӑшсемпе тӗл пулма васкатӑп. Ҫулла ялта канма е Атӑлта шыва кӗме тӑрӑшатӑп. Хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма кӑмӑллӑ. Пӗтӗмлетсе каласан — спортпа питӗ туслӑ эпӗ. Атте физкультура учителӗ пулнипе те ҫыхӑннӑ-тӑр ҫакӑ.
— Ольга, мӗншӗн-ха спорта мар, юрӑ-кӗвӗ тӗнчине суйласа илнӗ эсӗ?
— Эпӗ мӗн пӗчӗкренех юрлама юрататӑп. Анне каласа кӑтартать-ха: магнитофон туянма кайнӑ чухне мана, виҫӗ ҫултискерне, пӗрле илнӗ. Хӑйне килӗшекеннине суйласан вӑл мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеме шухӑшлаҫҫӗ. Магнитофон сассине илтсен эпӗ лавккарах юрлама тата ташлама пуҫланӑ тет. "Сирӗн пулас юрӑҫ ӳсет", — тенӗ вара сутуҫӑ. Пӗчӗк чухне шӑллӑмпа мана час-часах яла леҫсе яратчӗҫ. Кукаҫи ҫуллахи вӑхӑтра комбайнерта ӗҫлетчӗ, кукамай, вырӑс чӗлхипе литература вӗрентӳҫи, ӑна пулӑшатчӗ. Пире ниҫта хӑварма май ҫукран пӗрлех илсе каятчӗҫ. Комбайн чарӑнсан эпӗ тухаттӑм та хитре чечек татса юрлама пуҫлаттӑм, вӑл маншӑн микрофон вырӑнӗнчеччӗ. Хулара вара хунара алӑран ямастӑмччӗ. Юрӑҫсем микрофон тытса юрланине телевизорпа курнӑ-тӑр... Ача садне ҫӳренӗ чухне кашни мероприятиех хутшӑнтаратчӗҫ.
Юрӑ-кӗвӗ тӗнчине килӗштернӗренех анне мана музыка шкулне илсе кайрӗ. Унти хор уйрӑмне 7 ҫул ҫӳрерӗм. Ҫав хушӑрах ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнчи эстрада студийӗнче ӑсталӑха ӳстертӗм. Кайран Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине ҫул тытрӑм. Унти дирижерпа хор уйрӑмне лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗрен Хусана вӗренме каймашкӑн направлени пачӗҫ. Анчах питӗ юрлас килнӗрен тӑван тӑрӑхрах юлтӑм, ЧПУ искусство факультетӗнче, сӑмах май, ӑна чӑваш консерваторийӗ те теҫҫӗ, "Академи юрлавӗ" специальноҫа алла илтӗм. Ҫакӑ мана халӗ питӗ пулӑшса пырать. Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсенчен чылайӑшӗ ку енӗпе вӗреннине пӗлетӗп.
Тӗрӗссипе, сценӑсӑр пачах та пурӑнаймастӑп. Вӑл маншӑн — пурнӑҫ. Сцена ҫине темиҫе кун тухмасанах тем ҫитмен пек туйӑнать. Юрӑ-кӗвӗсӗр те, куракансемсӗр те кичем. Ҫынсем "Юратнӑран" кӑларӑм урлӑ ҫывӑх ҫыннисене манӑн юрӑсемпе саламлани хавхалантарать. "Телеюрӑна" хутшӑнма чӗнни те савӑнтарать.
— "Кайри - мала" хит-парадра та сан юррусене час-часах илтме пулать. Вӗсенчен кашниех пӗрремӗш вырӑна тухнине те пӗлетӗп. Тӗрлӗ конкурса хутшӑнни хӑвна ӳсме пулӑшнине туятӑн-и?
— Паллах. Вулакансенчен чылайӑшӗ астӑвать-тӗр: ултӑ ҫул каялла Игорь Аркадьев композитор республикӑра "Ҫӑлтӑрсен фабрики" йӗркеленӗччӗ. Унта ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекрӗм. Ҫавӑн хыҫҫӑн пысӑк сцена ҫине тухма пуҫларӑм та. Кайран "Кӗмӗл сасӑ" фестивальте дипломант ятне илтӗм. Тӗрлӗ конкурса хутшӑнни хама ҫирӗпрех, шанчӑклӑрах туйма пулӑшать. Сӑмах май, "Ҫӑлтӑрсен фабрикинче" мана Александр Васильев юрӑҫ асӑрхарӗ, пӗрле ӗҫлеме сӗнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унпа пӗрле 6 юрӑ ҫыртартӑмӑр.
— Артист пурнӑҫӗ йывӑр, анчах кӑсӑклӑ. Кулӑшла самант та пайтах пулать. Хӑшӗ асра юлнӑ?
— Пӗрре ҫапла концерт хыҫҫӑн районтан таврӑнатпӑр. Пирӗн машина ванса кайнӑ иккен. Ӑна тӗртсе хускатрӗҫ те — ак хайхи, ниепле те чарӑнмасть. Чупса-сиксе ларма тиврӗ. Пурте лариччен ҫӑмӑл машина автозаправка тавра виҫӗ хут ҫаврӑнчӗ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ те, ун чухне манӑн ҫуралнӑ кун, асрах-ха. Ирхине шӑнкӑрав сассине илтсе вӑрантӑм. Алӑка анне уҫрӗ. Почтальон пысӑк упа ҫури (ҫемҫе тетте) илсе килнӗ, "аллинче" — открытка. Ӑна вуласан тин пӗлтӗм: парнене мана килӗштерекен пӗр каччӑ, Мускавра пурӑнаканскер, хатӗрленӗ иккен. Эпӗ вара аттепе анне ҫапла майпа савӑнтарма шут тытнӑ пуль тенӗччӗ.
— Этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫурри хушшинче сана килӗштерекен сахал марри каламасӑрах паллӑ. Эсӗ вара Турӑ ҫырнине хальлӗхе тупайманнине ҫирӗплететӗн. Чӗрӳн уҫҫине тупма пултаракан каччӑна мӗнлерех куратӑн?
— Кӗлетке, сӑн-пит илемӗ маншӑн пӗлтерӗшлех мар. Чи кирли — вӑл пурнӑҫа юраттӑр, ӑслӑ та хастар пултӑр, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр. Мана ӑнланма, пулӑшма пултартӑр, профессие ан сивлетӗр. Ҫакна та палӑртас килет: юлхав каччӑсене чӑтма пултараймастӑп.
— Мӗнле ӗмӗт-тӗллевпе ҫунатланатӑн?
— Халӑха малашне те ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарасчӗ. Иккӗмӗш альбом хатӗрлени пирки каларӑм ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарта хам тӗллӗн пысӑк концерт йӗркелесчӗ тетӗп. Чӑваш эстрадинче сумлӑ вырӑн йышӑнакан артистсем хӑйсем ирттерекен уявсене юрлама чӗнни савӑнтарать паллах. Ҫапах та малаллах ӑнтӑлмалла, пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнипе ҫитӗнусем тӑваймӑн.
— Калаҫушӑн пысӑк тав, Ольга. Ҫывхарса килекен ҫуралнӑ кунупа саламланӑ май ӑнӑҫу тата пысӑк юрату сунатӑп. Ҫак йӗркесене ахальтен шӑрантармастӑн вӗт: "Юратсан, юратсан пӗлетпӗр: Ҫӗрӗн-кунӗн чӗрем юр юрлать".

Ирина Клементьева калаҫнӑ,
«Хыпар», 2010, кӑрлач, 28


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-01-30 19:32:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3696 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем